Чӑваш чӗлхи
Ака уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче «Янра, чӑваш чӗлхи!» чӑваш чӗлхин уйӑхлӑхӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн музейра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, уявсем иртӗҫ. Мӗнпур заняти тӳлевлӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен малтан заявка памалла. Тӗслӗхрен, «Асанне арчинчен», «Кӗпе уйра ҫитӗнни ҫинчен», «Айтӑр вӑййа тухар-и?», «Юрӑ-кӗвӗ йывӑҫӗ», «Ҫеҫпӗл Мишшин юрату поэми» тата ытти темӑсемпе занятисем иртӗҫ. Пиҫиххи явас, тӗрлес, чустаран Нарспи хӗре ӑсталас тата ытти енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Шкул ачисем валли «Йӑлтах пӗлес килет!» пӗлӳпе тавракурӑм программи пулӗ. Ӗлӗкхи чӑвашсен тумӗсем, хальхи тумтир, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, чӑваш календарӗ, чӑвашсен йӑли-йӗрки, чӑвашсен ҫырулӑхӗн историйӗ пирки лекцисем вулӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче, Константин Иванов ячӗллӗ музейра экскурсисем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Куславккар районӗнчи Энтри Пасарти шкулта Кӑҫал пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи пӳлӗмне хитре капӑрлатнине палӑртмалли конкурс иртет. Ку конкурс пӗтӗмлетӗвне епле хатӗрленнине тӗрӗслеме ҫак уйӑхӑн пуҫламӗшӗнчи пӗр кун Куславкка районӗнчи Энтри Пасарти вӑтам пӗлӳ паракан шкула маларах асӑннӑ конкурс йӗркелӳҫисем ҫитсе килнӗ. Республика шайӗнчи конкурса асӑннӑ шкулта пӗтӗмлетмелле иккен. Ку кун ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрлех ытти хӑна та пухма шухӑшлаҫҫӗ. Шкулта чӑвашсен кулленхи пурнӑҫӗнче усӑ куракан япаласен куравне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне чӑваш тумӗн куравне те йӗркелесшӗн. Унта авалхи кунтан пуҫласа паянхичченхи экспонатсем таранах вырӑн тупмалла-мӗн. Конкурса Чӑваш наци конгресӗн "Сывӑ наци" комитечӗн ертӳҫи, ЧНКн президиумӗн пайташӗ Юрий Зорин "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа пӗрле йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» нумаях пулмасть тӗп суйлав комиссине суйлав бюллетенӗсене икӗ чӗлхепе пичетлеме ыйтса ҫыру ҫырнӑччӗ. Комисси «Ирӗклӗхе» хурав панӑ. Савӑнмалли хыпар пӗлтернӗ унта. Кӑҫал суйлавра бюллетеньсене икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — пичетлеме шантарнӑ. Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пуш уйӑхӗн варринче тӗп суйлав комиссине авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра бюллетеньсене вырӑсла тата чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫыру янӑ. Ҫав кун халӑх ЧР Элтеперне, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйламалла. Суйлав комиссийӗ хуравра бюллетеньсем саккунпа килӗшӳллӗн икӗ чӗлхепе пулмаллине палӑртнӑ. Комисси суйлав умӗн кун пирки коллеги йышӑнӑвне тӑвӗ. «Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли хальччен пулман. Чиновниксем икчӗлхелӗхе пӑхӑнма пӗрремӗш хут шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Трибуна умӗнче — Ева Лисина Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ. Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать. Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ. Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енри суйлав тӗп комиссийӗн 2015 ҫулхи суйлавсенче икчӗлхелӗхе пӑхӑнмалла. Кун тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» общество ҫыру янӑ. Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗн Александр Цветковӑн ячӗпе янӑ ҫырура «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Конституцийӗпе тата «Чӗлхесем пирки» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре вырӑс тата чӑваш чӗлхи пӗр танах пулнине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра «суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Енре вырӑсла пичетленеҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Анчах суйлав комиссийӗ йышӑнӑвӗпе вӗсене чӑвашла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхепе те пичетлеме май пур. Ҫавна май «Ирӗклӗх» суйлав тӗп комиссине бюллетеньсене вырӑсла та, чӑвашла та пичетлеме ыйтать. Май пулсан бюллетеньсене тутарла тата ирҫелле хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне тата Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ регионсен шайӗнчи «Чӑваш орфографийӗ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшӑнма йыхравлать. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртет. Ҫак секцисем ӗҫлӗҫ: 1. Чӑваш орфографийӗн теори никӗсӗ. 2. Чӑваш орфографийӗн шкул вӗрентӗвӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ. 3. Чӑваш орфографине пичетре тытса пырасси. Конференци чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ. «Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ. Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Конкурса хӑтшӑннисем Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ. Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна. |
Чӑваш чӗлхи
Мелинда Такач Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен. Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест. |
Чӑваш чӗлхи
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ. Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче. Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |